Новости Фонды Вопрос-ответ Контакты
 

Наш адрес:
Чебоксары,
пр. И. Яковлева, 12 а
тел. (8352) 51-03-93

Часы работы:
Понедельник–пятница с 08:00 до 17:00, суббота и воскресенье - выходной

Подробная информация




Видеотека "Театр в лицах"
Живая память о войне
Киномобиль


Эверкки В. «Асам» «Фуга» фильмпа уçăлĕ//Хыпар. 2017. 10 ноября
 

«Асам» кинофестиваль кăçалхипе виççĕмĕш хут иртет. Çăмăл мар çак ĕçе Чăваш Кинематографисчĕсен союзĕ йĕркеленĕ. Вăл ăна çулсерен ирттерет. Пĕрлешĕвĕн ертÿçи Олег Цыпленков «Хыпар» Издательство çуртĕнче нумаях пулмасть пулнă чух чăваш фильмĕсемпе паллаштаракан кинофорума ÿлĕмрен икĕ çулта пĕрре ирттерес шухăш пуррине палăртнăччĕ-ха. Чăн та, кино ÿкерес ĕç çăмăл мар.


«Чăваша тĕнче кино урлă пĕлнĕ», - терĕ Олег Цыпленков «Асам» фестивалĕн программипе паллаштарма пухнă журналистсене. Сăмахне вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулсен вĕçĕнче чăваш кинофильмĕсене Европăра, Голливудра, Турцире тата Ази çĕршывĕсенче кăтартнине пĕлтерсе çирĕплетрĕ.


Пресс-конференцие фестивале ирттерме пулăшакансене тав тунинчен пуçларĕ. Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева, культура министрне Константин Яковлева, Культура тата кинематографистсен федераци агентствине ырăпа асăнчĕ. «Асам» фестиваль валли кăçал хыснаран 167 пин тенкĕ уйăрнă. Сăмах май, «Асам» кинофестивалĕн информаци партнерĕ кăçал та – «Хыпар» Издательство çурчĕ.


Чÿк уйăхĕн 13-17-мĕшĕсенче иртекен кинофестивальте документлă 9, илемлĕ 7, мультипликациллĕ 2 фильм пулĕç. Вĕсене 18 номинаципе хаклама палăртаççĕ.


Кинофестиваль программине кĕртнĕ ĕçсене «Çеçпĕл» кинозалта, «Чăвашкино» патшалăх киностудин тата электрон документацин архивĕнче тата Чăваш наци библиотекинче курма май килĕ.


Вера Эверкки.

   
     
Разработка сайта - ООО "Интернет-Сервис"  

Портал Архивы Чувашии Государственный исторический архив ЧР Государстенный архив современной истории ЧР Государственный архив печати ЧР