Новости Фонды Вопрос-ответ Контакты
 

Наш адрес:
Чебоксары,
пр. И. Яковлева, 12 а
тел. (8352) 51-03-93

Часы работы:
Понедельник–пятница с 08:00 до 17:00, суббота и воскресенье - выходной

Подробная информация




Общественное обсуждение материалов для книги о мемориальных объектах и воинских захоронениях на территории Чувашской Республики
Народный контроль
Живая память о войне


Доброхотова Т.В. «Çутта кăлараканăн çемйи» çинчен – электрон кăларăмĕ // Хыпар. 2008. 28 марта
СМИ: газета «Хыпар»
Дата выхода: 28 марта 2008 года
Автор: Доброхотова Т.В.
Название статьи: Çутта кăлараканăн çемйи çинчен – электрон кăларăмĕ
 
 
            Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче тăван халăхăмăра çутта кăларнă тата чăвашсен çĕнĕ çырулăхне никĕслекенĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитет. Юбилей тĕлне Чăваш Республикин архив учрежденийĕсем «Çутта кăлараканăн çемйи» ятпа электрон кăларăмĕ хатĕрлеççĕ.
            Электрон кăларăмĕ Чăваш Республикин Патшалăх истории архивĕн фондĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ, паха документсемпе, сăн ÿкĕрчĕксемпе пуян. Вăл виçĕ сыпăкран тăрать.
            Кăларăмăн пĕрремĕш сыпăкне Иван Яковлевичăн ачалăх тата çамрăклăх çулĕсене халалланă. Çавăн пекех Петр Сизов художникăн Яковлевăн ачалăхне сăнланă ÿкерчĕкĕсемпе паллашма пулать.
            Тепĕр сыпăкра Иван Яковлевăн мăшăрĕ Екатерина Алексеевна Яковлева /Бобровникова/ çинчен каласа кăтартнă. Кăларăма Иван Яковлевăн ывăлĕн А.И. Яковлевăн дневник страницисене, Е.А. Яковлева ывăлĕ Алексей патне çырнă çырусене тата Яковлевсен çемйин тĕрлĕ тапхăрти сăн ÿкерчĕксене кĕртнĕ.
            Виççĕмĕшĕ – Иван Яковлевичпа Екатерина Алексеевнăн ачисемпе мăнукĕсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен. Асăннă сыпăк Иван Яковлевич ачисемпе мăнукĕсем патне çырнă çырусемпе, сăн ÿкерчĕксемпе пуян. Кăларăмра çавăн пекех Иван Яковлев çемье хутшăнăвĕсем çине еплерех пăхнине, унăн тăван халăхне хăварнă халалне вуласа пĕлме пулать. Халала чăвашла, вырăсла тата акăлчанла пичетленĕ.
   
     
Разработка сайта - ООО "Интернет-Сервис"  

Портал Архивы Чувашии Государственный исторический архив ЧР Государстенный архив современной истории ЧР Государственный архив печати ЧР