Новости Фонды Вопрос-ответ Контакты
 

Наш адрес:
Чебоксары,
пр. И. Яковлева, 12 а
тел. (8352) 51-03-93

Часы работы:
Понедельник–пятница с 08:00 до 17:00, суббота и воскресенье - выходной

Подробная информация




Народный контроль
Общественное обсуждение материалов для книги о мемориальных объектах и воинских захоронениях на территории Чувашской Республики
Живая память о войне


Галкин А.В. Малтан – «Патэ», халĕ – «Арс» // Хыпар. 2008. 26 июля
СМИ: газета «Хыпар»
Дата выхода: 26 июля 2008 года
Автор: Галкин А.В.
Название статьи: Малтан – «Патэ», халĕ – «Арс»
 
 
 
                Чăваш Енри пĕрремĕш кинотеатр Улатăрта пулнă. Вăл шăпах пĕр ĕмĕр каялла уçăлнă. Малтан вăл «Патэ» ятпа çÿренĕ, ăна вăл Францири «Патэ» фирмăн оборудованийĕпе фильмсене туяннипе тивĕçнĕ. Асăннă çуртăн хуçи Ф.И. Блохин пулнă. Пĕрремĕш киномеханик /вăлах оборудовани монтажникĕ/ тивĕçне Улатăрта çуралса ÿснĕ, Хусанта вĕренекен Пушков студент пурнăçланă. Кинотеатра темиçе хут та юсаса çĕнетнĕ, вăхăт-вăхăт ятне те улăштарнă.
            Кино кăтартас ĕç Блохина пысăк тупăш кÿнĕ, çавна май Улатăрти купсасенчен чылайăшĕ ăмсаннă та. Сакна кура хулара тата икĕ кинотеатр уçăлнă, анчах вĕсем «Патэ» пек ĕçлесе каяйман, часах хупăннă. 1914 çулта Ф.И. Блохин кинотеатра Агей Серебряков купсана сутнă, хай хуларан тухса кайнă. Тепĕр тăватă çултан кинотеатр патшалăх аллине куçнă, «Свет» ятпа çÿреме пуçланă, каярах «Арс» ят панă. Кинотеатр çурчĕ паян та çирĕп ларать. «Арс» - Чăваш Енри çеç мар, çĕршыври чи ватă кинотеатрсенчен пĕри.
 
   
     
Разработка сайта - ООО "Интернет-Сервис"  

Портал Архивы Чувашии Государственный исторический архив ЧР Государстенный архив современной истории ЧР Государственный архив печати ЧР