Новости Фонды Вопрос-ответ Контакты
 

Наш адрес:
Чебоксары,
пр. И. Яковлева, 12 а
тел. (8352) 51-03-93

Часы работы:
Понедельник–пятница с 08:00 до 17:00, суббота и воскресенье - выходной

Подробная информация




Народный контроль
Общественное обсуждение материалов для книги о мемориальных объектах и воинских захоронениях на территории Чувашской Республики
Живая память о войне


Галкин А.В. Пĕрремĕш фильмсем // Хыпар. 2008. 2 августа
СМИ: газета «Хыпар»
Дата выхода: 2 августа 2008 года
Автор: Галкин А.В.
Название статьи: Пĕрремĕш фильмсем
 
 
            Иртнĕ ĕмĕрĕн çирĕммĕш çулĕсенче чăваш ялĕсенче пурăнакансем пуçласа кино пăхма пултарнă. Стационарлă кинематограф ун чухне çапла ятпа çÿренĕ, вăл Шупашкарта, Сĕнтĕрвăрринче тата Етĕрнере çеç ĕçленĕ. Çирĕммĕш çулсен варринче Шупашкара Тĕп политçурт ĕçĕн уполномоченнăйĕ А.В. Терский «ГОЗ» киноустановка илсе килнĕ. Çак хатĕрпе хуларан 50 çухрăмран çывăхра вырнаçнă ялсенче кино кăтартма пуçланă. Унпа пĕрле Анисов куçаруçă çÿренĕ. Çак çул çÿрев пирки Анисов çырса хăварни упранса юлнă. Ял çыннисене ăнланмалла пултăр тесе сеанс умĕн кинофильм сюжечĕпе паллаштарнă. Фильмсем, тĕпрен илсен, революцичченхисем тата чикĕ леш енчисем пулнă. Куракансене коммерци пĕлтерĕшлĕ çак фильмсем килĕшнĕ: «Слоны», «Четвероногий вор», «Сильные соседи», производствăпа çыхăннисенчен шăрпăк хатĕрлессипе ÿкернĕ ĕç кăсăклантарнă.
            Сеанссем хыççăн куракансем киномеханике хупăрласа илнĕ, ăшшăн тав тунă, час-часах килсе çÿреме ыйтнă. Хресченсем пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем ют çĕршыври çынсен пурнăçĕ, хуçалăха тĕрĕс йĕркелесси пирки курасшăн-мĕн. Çавăн пекех Совет правительствин ĕçне-хĕлне çутатнă кинокартинăсем пăхас ĕмĕтли те чылай пулнă. Куçса çÿрекен киноаппаратура Чăваш Енре пĕр уйăх пулнă. Çак тапхăрта 15 ялта 32 фильм кăтартнă, унта 4539 çын пырса курнă.
   
     
Разработка сайта - ООО "Интернет-Сервис"  

Портал Архивы Чувашии Государственный исторический архив ЧР Государстенный архив современной истории ЧР Государственный архив печати ЧР