Новости Фонды Вопрос-ответ Контакты
 

Наш адрес:
Чебоксары,
пр. И. Яковлева, 12 а
тел. (8352) 51-03-93

Часы работы:
Понедельник–пятница с 08:00 до 17:00, суббота и воскресенье - выходной

Подробная информация




Народный контроль
Общественное обсуждение материалов для книги о мемориальных объектах и воинских захоронениях на территории Чувашской Республики
Живая память о войне


Галкин А.В. Фильм сценарийĕ пулса тăнă пьеса // Хыпар. 2008. 12 августа
СМИ: газета «Хыпар»
Дата выхода: 12 августа 2008 года
Автор: Галкин А.В.
Название статьи: Фильм сценарийĕ пулса тăнă пьеса
 
 
 
«.
            1925 çул – И.С. Максимов-Кошкинский биографийĕнчи паллă тапхăр. Хăйĕн тахçанхи ĕмĕтне – кино ÿкерес ĕçе – пурнăçа кĕртмелли вăхăт çитнĕ. Çак шухăш патне ăна партин XIII съезчĕ илсе çитернĕ. Вăл 1925 çулхи çу уйăхĕнче иртнĕ. Вырăссен 1905-1907 çулсенчи пĕрремĕш революцийĕ пулнăранпа 20 çул çывхарнă. Çавна май парти литературăпа искусство ĕçченĕсене пролетариат патша влаçне хирĕç паттăрла кĕрешни, пĕрремĕш революцин пĕлтерĕшĕ пирки произведенисем хайлама сĕннĕ. И.С. Максимов-Кошкинский çак чĕнĕве ырласа йышăннă. Фильм ÿкерес ĕмĕчĕ, унта хăйĕн çамрăк мăшăрне Тани Юна выляттарас килни тинех пурнăçа кĕме пултарнă. Вăл çапла майпа «Великие булгары» ятпа киносценари çырма пуçлать. Ун
никĕсне 1906 çулта хальхи Октябрьски                                                 салинче иртнĕ пăлхава тĕпе хунă. Тĕрĕссипе, правительство комиссийĕ хушнă тăрăх, унăн пьеса çырмалла пулнă. Анчах та Иоаким Степановичăн тĕллевĕ тата пысăкрах – çавна кура халăха çутта кăларас ĕçĕн облаçри пайĕ, вăлах литературăпа искусство ĕçĕсене те пурнăçласа пынă, чăваш халăхĕн пурнăçĕпе революци юхăмĕ пирки кино ÿкерме йышăну кăларнă. Ыйтăва 1925 çулхи пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Облĕçтăвком президиумĕн ларăвĕнче сÿтсе явнă.
Унта И.С. Максимов-Кошкинские Мускава, Питĕре е Харькова кино ÿкерес ĕçпе паллашмашкăн яма йышăннă.    "Волжские бунтари" фильмран.
 
            1926 çулта Иоаким Степанович киносценарие «Севзапкино» киностудие сĕнсе пăхнă. Ĕç ун ертÿçисене кăсăклантарса янă, вĕсем ентеше Питĕре чĕнсе илнĕ. Киносценарие тÿрлетÿсем кĕртни, унпа малалла мĕнле ĕçлени пирки Иоаким Степановичăн аса илĕвĕнчен паллă: «Татьяна Степановнăпа Питĕре çитрĕмĕр. Хăна çуртне пысăк чăрмавпа вырнăçрăмăр. Тепĕр куннех «Севзапкинона» сценарие çитертĕмĕр. Манăн хулăн ĕç çине пăхса илчĕç: «Кĕскетĕр», - терĕç. Мĕнле тата мĕн кĕскетмеллине пĕлместĕп. Маншăн пурте хаклă. Кăштах пĕчĕклетрĕм, каллех килĕшмеççĕ. Эпĕ шанчăка та çухатрăм, каялла таврăнас шухăш та пурччĕ. Анчах Татьяна Степановна çапла çирĕп каларĕ: «Çыр, ĕçле. Чăваш фильмĕ пулмаллах». Çĕрĕпе ĕçлесе лартăмăр. Тепĕр кун студие кайрăм. Тĕлĕнмелле те, çак варианта пĕр чăрмавсăрах йышăнчĕç». Каярах киносценарие якатса çитерес ĕçе фильма лартаканĕ Петров-Бытов та хутшăннă. Чăвашсен пĕрремĕш кинофильмĕ «Великие булгары» ятпа мар, «Волжские бунтари» ятпа тухнă.
   
     
Разработка сайта - ООО "Интернет-Сервис"  

Портал Архивы Чувашии Государственный исторический архив ЧР Государстенный архив современной истории ЧР Государственный архив печати ЧР