Новости Фонды Вопрос-ответ Контакты
 

Наш адрес:
Чебоксары,
пр. И. Яковлева, 12 а
тел. (8352) 51-03-93

Часы работы:
Понедельник–пятница с 08:00 до 17:00, суббота и воскресенье - выходной

Подробная информация




Народный контроль
Общественное обсуждение материалов для книги о мемориальных объектах и воинских захоронениях на территории Чувашской Республики
Живая память о войне


Доброхотова Т.В. «Шупашкар: аваллăхран пуласлăха» // Хыпар. 2008. 22 августа
СМИ: Хыпар
Дата выхода: 22 августа 2008 года
Автор: Доброхотова Т.В.
Название статьи: Шупашкар: аваллăхран пуласлăха
 
 
            Çак кунсенче Чăваш Республикин электрон тата кино докуменчĕсен патшалăх архивĕн кинозалĕнче фотодокументсен «Шупашкар: аваллăхран пуласлăха» виртуаллă куравĕн презентацийĕ иртрĕ. Курава хула кунĕ тĕлне вырăс çул çыравĕнче Шупашкар çинчен пĕрремĕш хут асăннăранпа 539 çул çитнине халалласа хатĕрленĕ.
            «Шупашкар: аваллăхран пуласлăха» проект Чăваш Республикин тĕп хули çинчен хатĕрленĕ Интернет-куравсен ярăмне малалла тăсать, Интернетпа усă куракансене «Раççей ахахĕпе» çывăхрах паллашма май парать.
            «Аваллăх», «Хальхи вăхăт», «Пуласлăх» пайсем хула сăнарĕ XX тата XXI ĕмĕрсенче еплерех улшăннине кăтартаççĕ.
            Пĕрремĕш пайри фотодокументсем хулан сăн-сăпатне XX ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсемччен сăнлаççĕ. Залив хулана чылай улăштарчĕ. Йывăç çуртлă кивĕ урамсенчен, XIX ĕмĕрти купсасен çурчĕсенчен, чиркÿсенчен чылайăшне халĕ курма çук. Çак проект хула центрĕ шыв айне пуличченхи тапхăрпа паллаштарать. Сăн ÿкерчĕксенче – Союз, Завод, Чернышевский, Çеçпĕл урамĕсем, Хлебников, Игумнов, Клюев купсасен керменĕсем тата ытти те.
            «Хальхи вăхăт» пайра паянхи хула сăнланнă. Кунта тĕп хуламăрăн хитре вырăнĕсем, илемлĕ çурчĕсемпе скверĕсем тата, паллах, хăйĕн хитрелĕхĕпе тыткăнлакан Атăл хĕрри. Шупашкарамăра вĕçен кайăк вĕçевĕ çÿллĕшĕнчен те курма пулать.
            «Пуласлăха» кĕртнĕ фотодокументсем юлашки вăхăтри архитектура йышăнăвĕсемпе, çĕнĕ çуртсемпе микрорайонĕсен проекчĕсемпе пуян.
            Куравра архив фончĕн электронлă фотодокуменчĕсемпе усă курнă. Вĕсене архив фондне культура еткерлĕхне упракан Патшалăх центрĕ, «Хыпарпа» «Советская Чувашия» хаçатсен редакцийĕсем панă. Çавăн пекех архив хăй вăйĕпе пуçтарнă фотодокументсем те вырăн тупнă.
   
     
Разработка сайта - ООО "Интернет-Сервис"  

Портал Архивы Чувашии Государственный исторический архив ЧР Государстенный архив современной истории ЧР Государственный архив печати ЧР