Новости Фонды Вопрос-ответ Контакты
 

Наш адрес:
Чебоксары,
пр. И. Яковлева, 12 а
тел. (8352) 51-03-93

Часы работы:
Понедельник–пятница с 08:00 до 17:00, суббота и воскресенье - выходной

Подробная информация




Народный контроль
Живая память о войне
Общественное обсуждение материалов для книги о мемориальных объектах и воинских захоронениях на территории Чувашской Республики


Галкин А.В. Кăнна Кушки ачин пĕрремĕш утăмĕсем // Хыпар. 2008. 23 августа
СМИ: Хыпар
Дата выхода: 23 августа 2008 года
Автор: Галкин А.В.
Название статьи: Кăнна Кушки ачин пĕрремĕш утăмĕсем
 
 
            Телĕнмелле пуян шапаллă çынсем пулаççĕ. Çакнашкаллисенчен пĕри – Чăваш АССР халăх артисчĕ И.С. Максимов-Кошкинский. Халăхра ăна чăваш театрне йĕркелекенĕ тата хамăрăн пĕрремĕш фильмсене ÿкерекенĕ пек пĕлеççĕ.
            Паллă тата сумлă çыннăмăр 1893 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнине кĕрекен Пăва уесĕнчи Кăнна Кушкинче /халĕ Тутарстанри Теччĕ районĕ/ çуралнă. Кунтах чăвашсене çутта кăлараканĕ И.Я. Яковлев тĕнчене килнĕ. Çамрăк Иоаким кун-çулне самай витĕм кÿнĕ вăл. Çак пысăках мар статьяра шăпах çав тапхăр пирки чарăнса тăрасшăн.
            Иоаким вăтам хресчен çемйинче кун çути курнă, ашшĕпе-амăшĕ çичĕ ача çуратса ÿстернĕ. Степан Максимов ялта хутла пĕлекен икĕ çынран пĕри пулнă. Хăй вуланă кĕнекесен содержанине ачисене каласа кăтартнă, лешсем ăна куçĕсене чарсах итлесе ларнă.
            Вырăнти икĕ класлă шкула пĕтерсен ашшĕ ывăлне Чĕмпĕрти чăваш шкулне ентешĕ патне илсе кайнă. Ку 1907 çулта пулнă. Çакскерсем кая юлса пынă пулсан та /вĕренÿ çулĕ пуçланнă/ Иван Яковлевич хăйĕн тăван ял ачине каялла яман. Çакăншăн пĕрре те ÿкĕнмелле пулса тухман. Иоакимра пултарулăх «çăл куçĕ» тапса тăнине асăрханă, çавна май ăна пĕрмаях пулăшма тăрăшнă.
 
            Патриархăн мăшăрĕ Екатерина Алексеевна та çак чăрсăр арçын ачана питĕ килĕштернĕ, час-часах хăнана чĕннĕ. Иоаким хулари драма театрне çÿреме юратнă, Екатерина Алексеевна ăна билет туянмалăх укса парса тăнă.
            Пĕррехинче пăхнă спектакль ăна питĕ канăçсăрлантарнă. Ĕç-пуç акă мĕнпе çыхăннă пулнă: спектакле кинокадрсемпе пуянлатнă, экран çинче ÿкерчĕксем «чупнă». Хăй каланă тăрăх шăпах çавăн чухне театрпа кинона тата ытларах килĕштерсе пăрахнă, кун-çулне те вĕсемпех çыхăнтарас ĕмĕт çуралнă. «Кино актерĕ пуласси, хăвна экран çинче курасси – телей!» - тенĕ. Сăмах май, Чăваш Енре те кинематограф 1908 çулта тĕвĕленнĕ. Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Улатăр хулинче Ф.И. Блохин предприниматель «Патэ» ятлă кинотеатр уçнă.
 
   
     
Разработка сайта - ООО "Интернет-Сервис"  

Портал Архивы Чувашии Государственный исторический архив ЧР Государстенный архив современной истории ЧР Государственный архив печати ЧР