Новости Фонды Вопрос-ответ Контакты
 

Наш адрес:
Чебоксары,
пр. И. Яковлева, 12 а
тел. (8352) 51-03-93

Часы работы:
Понедельник–пятница с 08:00 до 17:00, суббота и воскресенье - выходной

Подробная информация




Общественное обсуждение материалов для книги о мемориальных объектах и воинских захоронениях на территории Чувашской Республики
Живая память о войне
Народный контроль


Галкин А.В. Фильм ÿкерме – 25 000 тенкĕ // Хыпар. 2008. 27 августа
СМИ: Хыпар
Дата выхода: 27 августа 2008 года
Автор: Галкин А.В.
Название статьи: Фильм ÿкерме – 25000 тенкĕ
 
 
            Чăвашкино шăпи чи малтанах республикăн экономика лару-тăрăвĕнчен килнĕ. Вăл вара никама та савăнтарман. Правительство çакнашкал сăнавсем валли пĕлтерĕшлĕ ĕçсен укçи-тенкине туртса илме пултарайман паллах. Çакă И.С. Максимов-Кошкинские те шухăшлаттарнă. Фильм ÿкерме 62700 тенкĕ кирлĕ пулнă. Чăваш АССРне унăн пĕр пайне – 25000 тенкĕ – тÿлеме ыйтнă. Çак сумма çав вăхăтшăн – калама çук пысăк нухрат. Апла пулин те республика ертÿçисем те чăваш кинокартинине кăларас ĕмĕтпе пурăннă. Правительство хăюллă йышăну тунă: ыйтăва ĕçтăвком президиумĕн 1925 çулхи утă уйăхĕн 9, 13, 20-мĕшĕсенче иртнĕ ларăвĕсенче пăхса тухнă. Унта чылай канашланă, тавлашнă хыççăн кирлĕ укçана тупса панă. Çав çулхи утă уйăхĕнчех «Севзапкино» тата Чăваш АССР правительстви кино ÿкересси пирки калаçса татăлаççĕ, килĕшĕве çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче алă пусаççĕ. Унпа килĕшÿллĕн тăкакăн пысăк пайне «Севзапкино» саплаштарнă, режиссерпа актерсене çирĕплетнĕ, фильма республика тулашĕнче кăтартса пуçтарăннă тупăшпа хуçаланма пултарнă. «Севзапкино» Чăваш Ене фильмăн пĕр копине - чăвашла титрсемпе майлаштарнине – панă. Фильма «Севзапкино» тата «Чăвашкино» маркисемпе кăларнă.
            Çаксем И.С. Максимов-Кошкинские тата республика правительствине хавхалантарнă. Чăваш АССР Тĕп ĕçтăвкомĕ фильм ÿкерессипе çыхăннă пĕтĕм ыйтăва Иоаким Степановича шанса панă. Ентешĕмĕр хăйĕн пĕтĕм вăхăтне тата вăй-халне çĕнĕ ĕçпе çыхăнтарнă. 1926 çул та çитсе тăнă.
   
     
Разработка сайта - ООО "Интернет-Сервис"  

Портал Архивы Чувашии Государственный исторический архив ЧР Государстенный архив современной истории ЧР Государственный архив печати ЧР