Новости Фонды Вопрос-ответ Контакты
 

Наш адрес:
Чебоксары,
пр. И. Яковлева, 12 а
тел. (8352) 51-03-93

Часы работы:
Понедельник–пятница с 08:00 до 17:00, суббота и воскресенье - выходной

Подробная информация




Живая память о войне
Народный контроль
Общественное обсуждение материалов для книги о мемориальных объектах и воинских захоронениях на территории Чувашской Республики


Галкин А.В. Йывăр вăхăтра та çухалса кайман // Хыпар. 2008. 10 сентября
СМИ: Хыпар
Дата выхода: 9 сентября 2008 года
Автор: Галкин А.В.
Название статьи: Йывăр вăхăтра та çухалса кайман
 
 
И. Максимов-Кошкинский тата унăн тусĕсем 1917 çулхи нарăсри революцие хавхаланса кĕтсе илнĕ. Анчах та самана асар-писер тăнăран вăл лайăх е япăх пулнине ăнланса та пĕтереймен. «Çав вăхăтра пирĕн пуç кутăн-пуçăн çаврăнатчĕ: тăна илмелли нумайччĕ, анчах та эпир çак пулăмсене тĕрĕс хаклама хатĕр марччĕ-ха», - çапла çырнă хăйĕн аса илĕвĕсенче К. Васильев. Юпари революцие те Максимов-Кошкинский тÿрех йышăннă. Вăл 1917 çулхи çулла Черниговри вырăс театрĕнче актерта тата художникре ĕçлеме пуçланă, кĕркунне вара – Хусан театрĕнче.
            Çак йывăр тапхăр Максимов-Кошкинскин кун-çулĕнче паллă йĕр хăварнă. Унăн тахçанхи ĕмĕчĕ пурнăçланнă – чăваш театрĕ уçăлнă. Пĕрремĕш вылякансене вĕренекен çамрăксен хушшинче тупнă. Тăван чĕлхепе çырнă пьеса пулманран А. Островскин «Не так живи, как хочется» /«Хăв пурăнас тенĕ пек ан пурăн»/ ĕçне лартнă. Ặна вырăсларан куçарнă çеç мар, йăлтах тенĕ пек чавашлатнă: ĕçсем чăваш ялĕнче пулса иртнĕ, чăваш халăх тумĕпе вылянă, тăван юрăсене шăрантарнă. Артистсенчен Максимов-Кошкинский /Петĕр ролĕ/, П. Осипов /Груша/ тата Е. Терентьева /Даша/ уйрăмах ăста вылянă. Премьера хыççăн куракансене тата тепĕр тĕлĕнтермĕш кĕтнĕ: хор пуçласа Т. Алексеев сăввипе çырнă «Чăваш Гимнне» шăрантарнă.
            Ặнăçу çунат хушать теççĕ. И. Максимов-Кошкинскипе те çаплах пулнă: сцена çине спектакль хыççăн спектакль кăларнă. Чăвашла çырнă ĕç те - М. Акимовăн «Вăхăтсăр вилĕм» пьеси кун çути курнă. 1917 çулхи раштав уйăхĕнче Иоаким Степановичпа унăн тусĕсен шухăшне – чаваш наци театрне йĕркелес тенине - Хусан кĕпĕрне комитечĕнче тата кĕпĕрне ĕçтăвкомĕнче ырласа йышăннă. Максимов-Кошкинскин çывăх юлташĕ П. Федоров кĕпĕрне Канашĕ урлă театр валли çурт тупса, типографи рабочийĕсем пĕрремĕш афишăна тÿлевсĕр пичетлесе панă. Халĕ асăннă афиша истори пĕлтерĕшлĕ пуянлăх пулса юлнă.
            1918 çулхи çу пуçламăшĕнче Хусана чехословаксемпе Комучăн Халăх çарĕ ярса илес хăрушлăх сиксе тухнă. Иоаким Степановичăн театр труппине вăхăтлăха салатса яма тивнĕ. Утă уйăхĕн вĕçĕнче вăл хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Ặна агитатор туса Мускав-Хусан чукун çулĕ çинчи Тимирязево станцине янă. Çакăнта вăл çара хăй ирĕкĕпе кайнисен ятарлă отрядне йĕркелес ĕçе хастар хутшăннă. 1918 çулхи авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче ăна Хĕвел тухăç фронтĕнчи пиллĕкмĕш арми штабĕн политпайĕнче тин çеç чăмăртаннă Чăваш уйрăмĕн заведующине çирĕплетнĕ.
            Çав вăхăтра Хусан урамĕсенче хаяр çапăçусем иртнĕ. Вĕсенчен пĕринче ентешĕмĕрĕн çывăх тусĕ - Хусан кĕпĕрнин чăваш ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссар çумĕ Петр Федоров /çамрăксем ăна хăйсен хушшинче «Пьер» тесе чĕннĕ/ - вилнĕ. Çак хыпар Максимов-Кошкинскин чĕрине ыраттарнă. Çапах та пĕтĕм вăя пухса тепĕр вунă кунтанах, авăнăн 16-мĕшĕнче, Чăваш уйрăмĕн хаçачĕн - «Чухăнсен сассин» - пĕрремĕш номерне кăларма май çитернĕ. Ку кăларăм «Пĕтĕм тĕнчери пролетарисем, пĕрлешĕр!» чĕнÿпе тухнă. Унсăн пуçне Максимов-Кошкинский ертсе пыракан ушкăн 1918 çулхи авăн – 1919 çулхи кăрлач уйăхĕсенче 13 кĕнеке тата брошюра /110 пин экземпляр/, чĕнсе каланисем 1,1, революци юррисене чăвашла пичетленĕ листовкăсем /10 пин тиражпа/ кăларнă.
            Çакăн пек яваплă, йывăр лару-тăруллă вăхăтра Иоаким Степанович хăйĕн йĕркелÿçĕ ăсталăхĕпе палăрма пултарнă.
   
     
Разработка сайта - ООО "Интернет-Сервис"  

Портал Архивы Чувашии Государственный исторический архив ЧР Государстенный архив современной истории ЧР Государственный архив печати ЧР