Новости Фонды Вопрос-ответ Контакты
 

Наш адрес:
Чебоксары,
пр. И. Яковлева, 12 а
тел. (8352) 51-03-93

Часы работы:
Понедельник–пятница с 08:00 до 17:00, суббота и воскресенье - выходной

Подробная информация




Живая память о войне
Общественное обсуждение материалов для книги о мемориальных объектах и воинских захоронениях на территории Чувашской Республики
Народный контроль


Галкин А.В. Пултарулăхри çĕнĕ йĕр // Хыпар. 2008. 17 сентября
СМИ: Хыпар
Дата выхода: 17 сентября 2008 года
Автор: Галкин А.В.
Название статьи: Пултарулăхри çĕнĕ йĕр
 
 
            1919 çул. Иоаким Степанович кинематографипе тÿрремĕнех ĕçлеме пуçлать. Çак тапхăрта кинематографи агитацин пĕр пайĕ шутланнă. Çав вăхăтрах Максимов-Кошкинский 1918 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче йĕркеленнĕ Чăваш театрне те ертсе пыма пуçлать. Çĕнĕ должноç ăна пурнăç çине çĕнĕлле пăхма, чăваш теартĕ тăван халахшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине чунпа туйса илме хистет. Театра малалла аталантарас тени ăна Н.К. Крупскаяпа тĕл пултарать, çакан хыççăн вăл театр, патшалăх уйăрса панă укçапа усă курма пуçлать. 1919 çулта «Красная звезда» агитпăрахутпа Н.К. Крупская Шупашкара çитсе курнă. Çак саманта пленка çине ÿкерсе илнĕ. Ặна 1968 çулта кăларнă «Шаги автономии» документлă фильма  та кĕртнĕ. Асăннă ĕçе пурнăçлама Максимов-Кошкинский те хутшăннă. Пăрахут çинче 600 вырăнлă баржа-клуб пулнă. Унта хула çыннисене пилĕк фильм кăтартнă.
            1919 çулхи пуш уйăхĕнче Иоаким Степановича Чăваш театрĕн илемлĕх ертÿçине çирĕплетнĕ. Çав вăхăтрах хăйĕн вăйĕпе кино ÿкерес пирки те ĕмĕтленнĕ. Апла пулин те ăна пурнăçа кĕртме тата ултă çул кирлĕ пулнă. Асăннă тапхăрта вара Шупашкарăн вăл е ку кĕтесĕнче чăвашла спектакльсем лартнă. Вĕсене тÿлевсĕр кăтартнă. Чăваш интеллигенцийĕ И.С. Максимов-Кошкинский ертсе пыракан театр пирки «пурнăçа вĕрентекенĕ» тенĕ. Çак сăмахсене пуçласа 1919 çулта Хусанта, чăвашсен çут ĕç тата социализмла культурăн ĕçченĕсен Пĕтĕм Раççейри съездĕнче каланă. Иоаким Степанович хăй те вылянă – Хлестаков, Расплюев, Кочкарев, Вурм тата ытти сăнара калăпланă.
            Театр валли ятарлă çурт кирлех пулнă. Ыйтăва хула Канашĕ татса панă, çак тĕллевпе мунчала склачĕпе усă курма пуçланă. Кунтах кино кăтартмалли хатĕрсем те вырнаçтарнă. Пĕрлехи учрежденин ячĕ те тупăннă – Чăвашсен кăтартакан предприятийĕ. 1921 çулхи нарăс уйăхĕнче «Чăвашсем» пьесăпа театр сезонне уçнă. Ặна вăл М. Лермонтовăн «Испанцы» ĕçĕ майлă çырнă.
            1921 çулхи çу уйăхĕнче Шупашкарта политика тата çут ĕç ĕçченĕсен облаçри съездĕнче Максимов-Кошкинский актерсем хатĕрлес, чăваш драматургине çĕклеме пулăшас ыйтусене хускатнă. Тепĕр çулталăкран вара драмстуди йĕркелеме май килнĕ. Шăпах çакăнта вăл Татьяна Бурашниковăпа паллашать. Вăл паллă драматургăн Степан Бурашниковăн хĕрĕ пулнă. 1924 çулта вĕсем çемье чăмăртаççĕ. Каярах çак пике паллă киноактриса Тани Юн пулса тăрать.
            И.С. Максимов-Кошкинский хăйĕн пĕтĕм пурнăçне искуствăпа çыхăнтарнă. Кирек хăш тытăмра – театр е кино енĕпе – вăй хунă вăл, кашнинче чуна парса ĕçленĕ, халăха усă пултăр тесе тăрăшнă. Унăн ĕçтешĕ, тус-юлташĕ П. Осипов Иоаким Степановичăн ĕç пултарулăхĕ пысăккине, вăл умри тĕллеве яланах пурнăçланине палăртнă. Çак пахалăх ăна чăваш фильмĕсем ÿкерме хистенĕ. Шăпах çак тапхăрта унăн пултарулăх биографийĕ çĕнĕ йĕрпе – кинематографи ĕç-хĕлĕпе – «çырăнса» юлнă.
   
     
Разработка сайта - ООО "Интернет-Сервис"  

Портал Архивы Чувашии Государственный исторический архив ЧР Государстенный архив современной истории ЧР Государственный архив печати ЧР