Новости Фонды Вопрос-ответ Контакты
 

Наш адрес:
Чебоксары,
пр. И. Яковлева, 12 а
тел. (8352) 51-03-93

Часы работы:
Понедельник–пятница с 08:00 до 17:00, суббота и воскресенье - выходной

Подробная информация




Народный контроль
Общественное обсуждение материалов для книги о мемориальных объектах и воинских захоронениях на территории Чувашской Республики
Живая память о войне


Доброхотова Т.В. Успени чиркĕвĕ – 245 çулта // Хыпар. 2008. 12 ноября
СМИ: Хыпар
Дата выхода: 12 ноября 2008 года
Автор: Доброхотова Т.В.
Название статьи: Успени чирĕвĕ – 245 çулта
 
 
            Турă Амăшĕн Успени чиркĕвĕ Шупашкар хулин чаплă архитектура палăкĕсенчен пĕри. Ặна 1763 çулта хулан тĕп суту-илÿ лапамĕнче, паянхи кунччен сыхланса юлман магистр çурчĕпе юнашар туса лартнă /халăхра храма Дряблов купса укçипе тунă текен сăмах çÿрет/. Икĕ хутлă асăннă чиркÿ хулари чи паллă вырăнсенчен пĕри пулса тăнă. Вăл хăйĕн калăпăшĕпе Введени чиркĕвĕнчен те ирттернĕ. Успени чиркĕвĕ виçĕ престоллă пулнă: Таса Турă Амăшĕн Успенийĕ, çветтуй Бориспа Глеб тата асап тÿссе вилнĕ Таса Гликерия ячĕпе тунă храмсем.
XIX ĕмĕрте Успени соборĕн ансамблĕ çумĕнче çĕнĕ чул çуртсем ÿссе ларнă. 1867 çул тĕлнелле икĕ яруслă чан çапмалли вырăна хăпартнă. Вăл классицизмăн çутă тĕслĕхĕ пулса тăнă. 1897 çулта вара чулран часавай туса лартнă. XX ĕмĕр пуçламăшне Успени чиркĕвĕ Шупашкарти чи хитре те пуян чиркÿсенчен пĕри шутланнă.
Анчах та чиркĕвĕн шăпи çăмăл пулман. 1929 çулта ăна хупса лартнă. Хусан архитекторĕ Ф. Малиновский проекчĕпе тунă чан çапмалли вырăна /ăна пĕр вăхăт пушар вышки вырăнне усă курнă/, эрешлесе тунă хапхана аркатнă. Чиркÿре пĕр хушă тавра курав музейĕ ĕçленĕ. Анчах кунпа унăн нушисем вĕçленмен. 70-мĕш çулсен вĕçĕнче Шупашкар ГЭСне тунă вăхăтра Успени чиркĕвĕ шыв айне пулнă. Архитектура палăкне кăшт та пулин сыхласа хăварас шутпа Бориспа Глеб çветтуйсем ячĕпе тунă ăшă храма хайăрпа хупласа бетонланă. Çапла майпа чиркÿн çÿлти пайĕ хăйне евĕр утрав çинче юлнă. Темиçе çул Успени чиркĕвĕ /çавăн пекех хулан паллама çук улшăннă истори центрĕ/ тĕп хуламăрăн пурнăçне хутшăнман.
XX ĕмĕрĕн юлашки вунă çуллăхĕ чиркÿ историйĕнче те çĕнĕ страница уçнă. 1993 çулта вăл çĕнĕрен вăй илнĕ. Унăн шалти сăн-сăпачĕ самай улшăннă. 1995 çулта транспорт тата çуран çÿрекенсем валли дамба тума пуçланă. Вăл залив урлă Успени чиркĕвĕ çумĕпе иртет, хулан кивĕ пайне çĕнĕ районсемпе çыхăнтарать. Çула уçнă çĕре 1996 çулхи çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ II Алексий те хутшăннă. Халăхра çак çула «Храм патне илсе каякан çул» теççĕ.
Чăваш Республикин электрон тата кинодокументсен патшалăх архивĕнче Успени чиркĕвĕ юлашки çĕр çуллăхра еплерех улшăннине кăтартакан сăн ÿкерчĕксем упранаççĕ.
 
   
     
Разработка сайта - ООО "Интернет-Сервис"  

Портал Архивы Чувашии Государственный исторический архив ЧР Государстенный архив современной истории ЧР Государственный архив печати ЧР