Новости Фонды Вопрос-ответ Контакты
 

Наш адрес:
Чебоксары,
пр. И. Яковлева, 12 а
тел. (8352) 51-03-93

Часы работы:
Понедельник–пятница с 08:00 до 17:00, суббота и воскресенье - выходной

Подробная информация




Народный контроль
Живая память о войне
Общественное обсуждение материалов для книги о мемориальных объектах и воинских захоронениях на территории Чувашской Республики


Галкин А.В. Педагог ролĕнче - фильм//Хыпар. 2009. 25 апреля
СМИ: газета Хыпар
Дата выхода: 25 апреля 2009 года
Автор: Галкин А.В.
Название статьи: Педагог ролĕнче - фильм
 
Çуркунне студентсемшĕн туйăма йÿле янă вăхăт çеç мар, ăслăлăх каçалăкĕнчи тухăçа хакламалли-тишкермелли тапхăр та. Акă çак уйăх пуçламăшĕнче ЧР электрон тата кинодокументаци патшалах архивĕнче икĕ аслă шкул – И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ – студенчĕсемпе преподавателĕсем «Педагогика теорийĕн практикине вĕрентес çивĕч ыйтусем» темăпа наука-практика конференцине пухăнчĕç.
Мĕншĕн шăпах архивра тĕл пулма шухăш тытнă-ха аслă вĕренÿ заведенийĕсен хăнисем? Сăлтавĕ ансат: çак учрежденин фильмофончĕ çитĕнекен ăрăва воспитани пама пулăшакан материалсемпе пуян. Çавăнпах ĕнтĕ ЧПУ, ЧППУ педагогĕсем вĕрентÿ ĕçĕнче кинодокументсемпе усă курассине йăлана кĕртнĕ. Фильма тĕпе хурса лекцисем, дискуссисем, семинарсем иртеççĕ. «Çемьери воспитани», «Пулас çемье тата сывлăх» темăсемпе йĕркеленĕ тĕл пулусем çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарма самай витĕм кÿреççĕ.
Конференци тенĕрен, хăйĕн содержанийĕпе вăл вĕрентÿ-воспитани ĕçĕнче кинолентăпа усă курас туртăмăн ырă енĕсене палăртни пулчĕ. ЧППУ педагогика кафедрин пуçлăхĕ И.В. Павлов, ЧПУ истори-географи факультечĕн деканĕ О.Н. Широков, ЧППУ доценчĕ А.Ф. Скворцова, Архивăн фильм фондне шута илессипе тата упрассипе ĕçлекен пай пуçлăхĕ О.И. Герасимова, ЧПУ литературăна редакцилессин тата стилистика кафедрин вĕрентекенĕ В.П. Павлов хăйсен доклачĕсенче паянхи кунпа тачă çыхăнса тăракан ыйтусене хускатрĕç. Пулас историксемпе географсем, журналистсем /И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ/ тата вырăс чĕлхипе литературине вĕренекенсем /И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ/ вĕсене сутсе явма хастар хутшанчĕç.
А.С. Макаренко, А.В. Сухомлинский, И.Я. Яковлев… Çак ятсем педагогикăра хăйне евĕр маяксем пекех, вĕрентÿ ĕçĕнчи вĕсен тÿпи çинчен кашни çын тенĕ пек илтнĕ. Асăннă мероприятире аслă пĕлÿ илекен хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм вĕсем çинчен ÿкернĕ документлă фильмсен сыпăкĕсене курчĕ. Юлашкинчен вара конференцие хутшăннисем Геннадий Полока режиссер ÿкернĕ «Республика ШКИД» /1966/ илемлĕ фильмпа паллашрĕç. Çак кинокартина – «йывăр» ачасене воспитанипе пĕлÿ парасси çинчен. 40 çул каялла экран çине тухнăскер хальхи вахăтшăн та çивĕч пĕлтерĕшлĕ.
   
     
Разработка сайта - ООО "Интернет-Сервис"  

Портал Архивы Чувашии Государственный исторический архив ЧР Государстенный архив современной истории ЧР Государственный архив печати ЧР