Новости Фонды Вопрос-ответ Контакты
 

Наш адрес:
Чебоксары,
пр. И. Яковлева, 12 а
тел. (8352) 51-03-93

Часы работы:
Понедельник–пятница с 08:00 до 17:00, суббота и воскресенье - выходной

Подробная информация




Живая память о войне
Общественное обсуждение материалов для книги о мемориальных объектах и воинских захоронениях на территории Чувашской Республики
Народный контроль


Галкин А.В. Хăюлăхпа паттăрлăха мухтанă //Хыпар. 2009. 20 мая
СМИ: газета Хыпар
Дата выхода: 20 мая 2009 года
Автор: Галкин А.В.
Название статьи: Хăюлăхпа паттăрлăха мухтанă
 
Çĕршывăн хĕвел анăçĕнче вăрçă вут-çулăмĕ хуçаланнă. Анчах çакă Чăваш Енре тĕрлĕ кинофестиваль ирттерме чăрмантарайман. 1941 çулхи çурла уйăхĕнче Шупашкарта хула ачисен улттăмĕш кинофестивалĕ иртнĕ. Унта историпе революцие халалланă, Тăван çĕршыва сыхлассипе çыхăннă илемлĕ фильмсем кăтартнă. Ачасем çак тапхăрта «Суворов», «В тылу врага», «Чапаев», «Ленин в Октябре», «Ленин в 1918 г.», «Человек с ружьем», «Валерий Чкалов», «Щорс», «Тимур и его команда» ĕçсемпе тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен хатĕрленĕ кинорепортажсемпе паллашнă. Киносеанссен умĕн вăрçăри тата тылри тĕп ĕçсем пирки калаçусем ирттернĕ.
 
1944 çулхи юпа уйăхĕн 1-10-мĕшĕсенче Чăваш Енĕн пилĕк хулипе тăхăр районĕнче комсомолпа çамрăксен кинофестивалĕ иртнĕ. Экрансем çине чи лайăх фильмсем тухнă. Шупашкарти куракансем – «Сталинград», «Фронт», «Кутузов», «Котовский», «Суворов», «Во имя Родины», Улатăрти кинотетрта паллашнă. «Ленинград в борьбе», «Щорс», «Богдан Хмельницкий», «Радуга» фильмсемпе Куславккара «Валерий Чкалов», «Битва за Сталинград», «Она защищает Родину» фильмсем пынă, Канашсем «Оборона Царицына» ĕçе килĕштернĕ. Хальхинче те куракансемпе лекцисемпе калаçусем йĕркеленĕ.
 
Кино ун чухнехи Хĕрлĕ Çарăн вăйне, хăюлăхпа паттăрлăха, юратупа хастарлăха, çутă пуласлăха çирĕп шаннине пропагандăлакан тĕп хатĕр пулнă. Госпитальсенче те кино кăтартас ĕçе çирĕп тытса пынă. Чăваш АССР кинофикаци управленийĕ госпитальсенче вăхăтлăха усă курма куçса çÿрекен 10 хатĕр панă. Киномеханиксен тивĕçне медсестрасем пурнăçланă. Вĕсем валли ку енĕпе кĕске курссем йĕркеленĕ.
 
   
     
Разработка сайта - ООО "Интернет-Сервис"  

Портал Архивы Чувашии Государственный исторический архив ЧР Государстенный архив современной истории ЧР Государственный архив печати ЧР