Новости Фонды Вопрос-ответ Контакты
 

Наш адрес:
Чебоксары,
пр. И. Яковлева, 12 а
тел. (8352) 51-03-93

Часы работы:
Понедельник–пятница с 08:00 до 17:00, суббота и воскресенье - выходной

Подробная информация




Народный контроль
Общественное обсуждение материалов для книги о мемориальных объектах и воинских захоронениях на территории Чувашской Республики
Живая память о войне


Галкин А.В. Наци культурин элемĕ//Хыпар. 2009. 11 июля

СМИ: газета Хыпар

Дата выхода: 11 июля 2009 года

Автор: Галкин А.В.

Название статьи: Наци культурин элемĕ

 

Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче Раççейре наци киновĕ аталанма пуçланă. Çакă тĕрлĕ халăхăн çут ĕçĕнчи, культуринчи сулмаклă çĕнĕ утăм шутланнă. Яллă вырăнта кинотеатрсем уçас тата наци киностудийĕсем йĕркелес тĕлĕшпе патшалăх çине тăрса ĕçлеме пикеннĕ. Сăмахран, иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче Союзлă республикăсенче пуринче те тенĕ пекех киноорганизацисем йĕркеленĕ, автономи республикисемпе облаçĕсенчен çаксем пулнă: «Давкино», «КонСибирь», «Чăвашкино» тата ыт. те.

 

«Чăвашкино» киностуди 1926 çулта чăмăртаннă, хăй тĕллĕн ĕçлекен организации пек – 1927 çулта. Унăн ĕç-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ пулнă: Пĕтĕм Союзри «Роскино» трестăн уйрăмĕ те шутланнă, республикăри кинофиксацие те, проката та ертсе пынă. Чăваш кинематографийĕ çураласси вырăнти хыпарсене пуçтарса хроника кăларăмĕ йĕркелессипе çыхăннă. Хамăрăн режиссерсем, операторсем тата артистсем пулманран малтанхи тапхăрта вырăс специалисчĕсене явăçтарнă. Паллах, наци киновĕ аталанасси çĕршыв кинематографийĕн пĕтĕмĕшле шайĕпе, çапах та чи малтанах – республикăн экономика хăвачĕпе, наци культурипе, йăли-йĕркин аталанăвĕпе çыхăннă.

 

Пĕрремĕш фильмсене паянхи майпа хакласан вĕсем илемлĕх тĕлĕшĕнчен «пиçсех» çитейменнине, кăштах айванрах та пулса тухнине асăрхатăн. Çапах та çав тапхăршăн вĕсем пур енĕпе те пĕлтерĕшлĕ.

 

Çĕршиври ертсе пыракан киностудисем, сăмахран, «Совкино», «Севзапкино» наци фильмĕсем ÿкерме пуçăннă, анчах та ĕçĕ кашнинчех ăнăçлă пулса тухайман. Тĕп сăлтавĕ – наци кадрĕсем çитменнинче, ĕçсене вăл е ку халăхăн пурнăçне, йăли-йĕркине пĕлмен çынсем хутшăннинче.

 

Çак тапхăрта Чăваш киновĕ йĕркеленме пуçланни ахальтен мар. Революци умĕнхи çулсенче чăвашсен хушшинче культура ĕçĕ самай вăй илсе пынă. Сăмахран, наци театрĕ чăмăртаннă. Культура кадрĕсем, пысăках йышпа мар пулсан та, Чĕмпĕрте, Хусанта «амаланнă». Чăваш интеллигенчĕсенчен пĕри – И.С. Максимов-Кошкинский – тăван кинематографие йĕркелесе янă. Ăна пĕр ыйту канăçсăрлантарнă: эрменсем, грузинсем, украинсем хăйсен фильмĕсене лартаççĕ, чăвашсем мĕншĕн çапла тума пултараймаççĕ-ха? Тинех унăн ĕмĕчĕ пурнăçа кĕнĕ. Сценарине те хăйех çырнă, хăйех лартнă тата вылянă та.

 

1926-1932 çулсенче «Чăвашкино» студи илемлĕ çичĕ фильм тата документлă виçĕ фильм ÿкернĕ. Илемлĕ картинăсенчен «Священная роща» тата «Вихрь на Волге» ĕçĕн пĕр пайĕ, çавăн пекех «Страна Чувашская» документлă кинолента çеç сыхланса юлнă. Çакскерсем, туллин мар пулин те, тăван тăрăх историйĕпе, пурнăçĕпе, йăли-йĕркипе, культурипе паллаштарнипе кăсăклă.

 

Хамăрăн киностуди, фильмсем пулни республикăра кино кăтартас ĕçе вăйлатма пулăшнă. 1925 çул тĕлне Чăваш Енре стационар-кинотеатр пулман. Шупашкарта фильмсене çуллахи кинотеатрта 1-2 хут кăтартнă. Тепĕр виçĕ çултан вара республикăра ĕç-пуç самайланнă, ятарлă кинотеатр уçнă тата куçарса çÿреме меллĕ кинотехника саккăр туяннă. Тата тепĕр çултан 6 кинотеатр, 17 «передвижка»/кашни района пĕрер тивнĕ/пулнă.

   
     
Разработка сайта - ООО "Интернет-Сервис"  

Портал Архивы Чувашии Государственный исторический архив ЧР Государстенный архив современной истории ЧР Государственный архив печати ЧР