Новости Фонды Вопрос-ответ Контакты
 

Наш адрес:
Чебоксары,
пр. И. Яковлева, 12 а
тел. (8352) 51-03-93

Часы работы:
Понедельник–пятница с 08:00 до 17:00, суббота и воскресенье - выходной

Подробная информация




Общественное обсуждение материалов для книги о мемориальных объектах и воинских захоронениях на территории Чувашской Республики
Живая память о войне
Народный контроль


Галкин А.В. Хăй тĕллĕн вĕреннисен тÿпи пысăк// Хыпар. 2009. 25 июля
СМИ: газета Хыпар
Дата выхода: 25 июля 2009г.
Автор: Галкин А.В.
Название статьи: Хăй тĕллĕн вĕреннисен тÿпи пысăк
 
Хăй тĕллĕн кино ÿкерекенсен юхăмĕ 1957 çулта СССР Кинематографистсен союзĕн правленийĕ çумĕнче ку енĕпе ĕçлекен ятарлă комиссии йĕркеленипе çыхăннă. Ăна çав вăхăтри паллă кинорежиссер Г. Рошаль ертсе пынă.
 
Чăваш Енре çак юхăм кăшт каярах вăй илнĕ. Республикăри кино юратакансен студийĕсенчен чи пысăкки Чăвашгражданстройăн пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхĕ çумĕнче чăмăртаннă. Вăл И. Максимов-Кошкинский ячĕпе хисепленнĕ.
 
Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Улатăрта, Канашра, Çĕмĕрлере, Патăрьелĕнче, Йĕпреçре 25 ытла студи ĕçленĕ. Вĕсем тĕп хулари агрегат заводĕнче, приборсем тăвакан заводра, Чапаев ячĕллĕ тата «Шупашкарти трактор тăвакан завод» пĕрлешÿсенче, Атăлçи çулĕн управленийĕнче тата ытти çĕрте те пулнă. Республикăри кино юратакансем хăйсен ĕçĕсене Ижевскри, Ĕпхÿри, Хусанти, Мускаври, Чĕмпĕрти, Саратоври конкурссенче кăтартнă.
 
Чăвашоблпрофсовĕн культура пайĕ киностудисене укçа-тенкĕпе, техникăпа пулăшнă. Хăй тĕллĕн ĕçлекен киностудисем истории, пулас ăрусем вали рабочисен, хресченсен, кооперации юхăмĕсен, вĕренÿ заведенийĕсен, çамрăксен тата ыттисен ĕç-хĕлне çутатса хăварас тĕлĕшпе май çитнĕ таран тăрăшнă.
 
Яллă вырăнта унашкал студи пĕрре çĕç пулнă. Вăрмарти культура çурчĕ çумĕнчи «Экран-16» фотостудие Б. Денисов кртсе пынă. Вăл районти ял çыннисен пурнăçне сăнлакан 20 яхăн документлă кино ÿкернĕ.
 
1990 çулта Шупашкарта кино юратакансен республика шайĕнчи черетлĕ конкурсĕ иртнĕ. Хăйĕн ĕçне пĕрремĕш кăтартаканĕ Л. Фомин / Сĕнтĕрвăрри районĕ / пулнă. Вăл пленка çине аэроçуна хатĕрлемелли технологие ÿкерсе илнĕ. Фильмра çавăн пекех çемье пурнăçĕнчи кăсăклă хăш-пĕр саманта, ачасене воспитании парассипе çыхăннă ыйтусене те хускатнă. Унăн ĕçне республикăра çеç мар, Чĕмпĕрти, Ĕпхÿри, Питĕрти конкурссенче те кăтартнă.
 
В. Милов вĕрентекен /Шупашкар/ хăйĕн «Пуçламăшĕ тата вĕçĕ» фильмĕнче çут çанталăка хÿтĕлес ыйтăва тапратнă. М. Костров, вăл та тĕп хуларанах, «Шухăшсен тупăшăвĕ» ĕçĕнче çамрăксем ĕçкĕпе, наркоманипе тата токсикоманипе çывăхланма пуçланине сивленĕ.
 
Профессионал кинематографистсем регионсене час-часах тухса çÿреймен, халĕ те çаплах. Çавăнпа та вырăнти ăслăлăх, культура, техника çитĕнĕвĕсене, халăх пурнăçне вăхăтлă çутатас тĕлĕшпе хăй тĕллĕн кино ÿкерекенсен пĕлтерĕшĕ пысăк.
 
   
     
Разработка сайта - ООО "Интернет-Сервис"  

Портал Архивы Чувашии Государственный исторический архив ЧР Государстенный архив современной истории ЧР Государственный архив печати ЧР