Новости Фонды Вопрос-ответ Контакты
 

Наш адрес:
Чебоксары,
пр. И. Яковлева, 12 а
тел. (8352) 51-03-93

Часы работы:
Понедельник–пятница с 08:00 до 17:00, суббота и воскресенье - выходной

Подробная информация




Народный контроль
Общественное обсуждение материалов для книги о мемориальных объектах и воинских захоронениях на территории Чувашской Республики
Живая память о войне


Галкин А.В. Пысăк çитĕнÿ, ахах-мерчен// Хыпар. 2009. 15 августа
СМИ: газета Хыпар
Дата выхода: 15 августа 2009 года
Автор: Галкин А.В.
Название статьи: Пысăк çитĕнÿ, ахах-мерчен
 
Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсен варринче республикăра кино ĕçĕ вăй илме пуçланă. 1927 çул вĕçĕ тĕлне илемлĕ виçĕ фильм ÿкернĕ пулсан та «Чăвашкино» студие хутпа çирĕплетмен. Çак ыйтăва Чăваш АССР ЦИК президиумĕнче пĕр хут çеç мар хускатнă. 1927 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче çеç Чăваш АССР Совнаркомĕ «Чăвашкино» трест йĕркелени пирки хушу кăларать, унăн уставне йышăнать. «Чăвашкинон» тĕп тĕллевĕ пирки çапла палăртнă: кинофильмсем ÿкересси, вĕсене сутасси, прокатпа ĕçлесси. И.С. Максимов-Кошкинский – унăн ертÿçи.
 
Кĕçех «Вихрь на Волге» /Ял/ илемлĕ фильм ÿкерме пуçланă. Вăл – «Чăвашкино» пурнăçланă чи ăнăçлă ĕç. Сценари авторĕ – Максимов-Кошкинский, ÿкерес ĕçе те наци кадрĕсем, массăллă сценăсене чăваш хреçченĕсем хутшăннă. Çавна май фильм чăваш пурнăçне çывăх пулса тухнă: наци кăмăл-сипечĕ енĕпе те, халăх йăли-йĕркипе те. Фильм сюжечĕ çапларах: 1917 çулхи юпа уйăхĕ хыççăн чăваш ялне Арасланов шахтер килет, çĕнĕ пурнăç тăвас тĕллевпе пăлхав çĕклет.
 
Фильмăн сценарийĕ упранса юлнă. Вăл çапла пуçланать: ял урамне ыйткалакансем килсе тухаççĕ,чÿречесенчен шаккаççĕ. Марье тухать. Çакскерсене çимелли парать. Çак самант лăпкăн иртет, анчах кураканăн чунĕнче канлĕ мар, тем пулассăн туйăнать. Чăнласах иккен, кĕçех пулăмсем çил-тăвăл пек çаврăнма пуçлаççĕ.
 
Фильма малтан «Ял» ят панă пулнă. Лару-тăру çивĕчлĕхне Атăл çинчи пăр çĕмрен сăнарĕпе вăйлатнă. Акă малтанхи тапхăрта пăр выртать-ха, унтан – тапраннă, юлашкинчен – пăр каять…
 
Пăр çĕмрен сăнарĕ совет киновĕнче çĕнĕ япала мар. Экран çинче унпа пуçласа В. Пудовкин «Мать» фильмра /1926 ç./ усă курнă. Çавăнтанпа асăннă сăнар тĕнче шайнех çĕкленнĕ. Мĕн тĕллевпе усă курнă-ха çак мелпе? Пейзаж валли-ши? Çук. Революци сăнарĕ пулнă вал.
 
Паллах, чăваш кинематографисчĕсем те лайăх ăнланнă çакна.
 
«Вихрь на Волге» картинăн пĕлтерĕшĕ тата акă мĕнре: çĕршыври çивĕч ыйтăва наци çĕрĕ çинче татса панипе. 1917 çулхи юпа уйăхĕ чăваш ялне мĕнле çавăрса илнине режиссер тĕрĕс кăтартнă. Çунашкапа ярăннине кăтартакан сцена та питĕ витĕмлĕ, кашнин пичĕ-куçĕ мĕне те пулин «пĕлтерет»: кăмăллă-и вĕсем çĕнĕ саманапа, пăлхава вăрттăн çĕкленме хатĕрленмеççĕ-и?
 
Фильм çак енĕпе те пархатарлă: çĕнĕ сăнар – рабочи класс сăнарĕ – туптаннă. Вăл – Арасланов шахтер. Этремен ялĕнче совет влаçĕ тăвасшăн кĕрешет.
 
Марье сăнарĕ пирки те чарăнса тăмаллах. Ặна Тани Юн калăпланă. Актрисăн ăсталăхĕ, илемлĕ, хăйне тытма пĕлни Марьене пур енĕпе те килĕшÿллĕ калăплама май панă. Çакна хăй вăхăтĕнче вырăнти пичетре те палăртнă, Тани Юн аса илĕвĕсенче те вуласа пĕлме пулать.
 
«Вихрь на Волге» кинокартина – чăваш кинематографийĕн пысăк çитĕнĕвĕ, ахах-мерченĕ.
 
   
     
Разработка сайта - ООО "Интернет-Сервис"  

Портал Архивы Чувашии Государственный исторический архив ЧР Государстенный архив современной истории ЧР Государственный архив печати ЧР