Новости Фонды Вопрос-ответ Контакты
 

Наш адрес:
Чебоксары,
пр. И. Яковлева, 12 а
тел. (8352) 51-03-93

Часы работы:
Понедельник–пятница с 08:00 до 17:00, суббота и воскресенье - выходной

Подробная информация




Живая память о войне
Общественное обсуждение материалов для книги о мемориальных объектах и воинских захоронениях на территории Чувашской Республики
Народный контроль


Галкин А.В. Этем ас тăвамĕн управçи// Хыпар. 2009. 29 августа
СМИ: газета Хыпар
Дата выхода: 29 августа 2009 года
Автор: Галкин А.В.
Название статьи: Этем ас тăвамĕн управçи
 
Чăваш патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕ пирки пĕр иккĕленмесĕрех истори тата этем ас тăвăмĕн управçи теме юрать. Çав вăхăтрах вăл чăваш халăхĕн наци тата культура еткерлĕхĕ те. Республикăн Архив фончĕ паян – информаци çăл куçĕнчен пĕри. Кинодокументсем вара – асăннă фондăн тĕп пайĕ. Фрндра пурĕ 10 пин ытла копи, çав шутра тулли метражлă илемлĕ фильмсем 3740 тата 6 пин ылта хроникăпа документ, ăслăлăх, анимаци фильмĕсем.
 
Çамрăксем кино историйĕпе кăсăкланаççĕ-и? Паллах. Ытларах чухне çакă архивпа студентсен «Синема» киноклубĕн пĕрлехи ĕçĕпе çыхăннă. Çакна палăртмалла: архивпа киноклуб ку енĕпе И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ тата И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ студенчĕсемпе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Кунти студентсем – тĕрлĕ киносеминарпа кинолекцин, тĕл пулăвăн хастар членĕсем. Архивпа «Синема» клуб тавра пĕлÿ фончĕпе тухăçлă усă кураççĕ. Сăмах май, асăннă фондра 300 фильм, киножурнал, ятарлă кăларăмсемпе сюжетсем. Çак пуянлăхпа çамрăк ăрăва паллаштарасси – пирĕн тĕп тĕллев. Культурăпа искусствăн паллă ĕçченĕсемпе тĕл пулусем йеркелес тĕлĕшпе те çине тăрса ĕçлет архив. Сăмахран, кăçал çу уйăхĕнче Светлана Тома, çĕртме уйăхĕнче Наталья Варлей актерсем Шупашкара килсе кайнă.
 
Çамрăк куракансен ыйтăвĕпе кăмăлне те шута илетпĕр хамăрăн ĕçре. Вĕсене уйрăмах кăсăклантаракан фильмсене кăтартма тăрăшатпăр. Çавна май çакăн пек йĕркесем çуралаççĕ сĕнÿсен кĕнекинче: «Тăван халăхăн историйĕпе паллашма май туса панăшăн тавтапуç. Аваллăха таврăнтăмăр, мăн асаттесен йăли-йĕркипе, ас-хакăл культурипе паллашрăмăр…» «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă кадрсене пăхнă май куç шывланчĕ. Хамăр та çав тапхăра лекнĕн туйăнчĕ. Çамрăксен вăрçă чăнлăхĕ, тăван халăхăн паттăрлăхĕ пирки пĕлмеллех. Эсир Раççей кинематографийĕн чăн-чăн пуянлăхне упратăр, çитĕнекен ăрура тивĕç, патриотлăх туйăмĕсене аталантаратăр…»
 
Кашни архивăн хăйĕн «ылтăн фончĕ» пур. Пирĕн вăл – совет киновĕн «сасăсăр тапхăрĕ». Тĕнчери пур синематик та хăйĕн архивне унпа пуянлатма тăрăшать. Чăваш халăхĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшли – И. Максимов-Кошкинскин «Страна чувашская» /1927 ç./ фильмĕ. Сăмах май, вăл – Чăваш Республики çинчен пĕрремĕш хут туллин ÿкернĕ документлă фильм. Архивпа киноклуб вăйĕпе чăваш кинокартинисене начар мар пропагандăланă. Унсăр пуçне архив республика фильмофондне çĕнĕ картинăсемпе пуянлатас, вĕсене кирлĕ пек упраса хăварас тĕлĕшпе те ĕçлет, пултарулăх тĕл пулăвĕсем йĕркелет, кино çул çыравĕ туса пырать.
 
Фильмофонд пирки уйрăммăн çакна каламалла: вăл – Раççейре фильм упракан чи пысăк çичĕ хранилищĕ шутĕнче. Ун пирки хăйне евĕрлĕ музей теме те юрать.
 
1919 çулхи çурла уйăхĕн 27-мĕшĕ – совет киновĕн çуралнă кунĕ. Шăпах çак кун Кинематографие национализаци пирки декрет кăларнă. Унтанпа 90 çул иртрĕ. Çак пулăма халалласа çамрăксемпе студентсен «Синема» киноклубĕ хăйне культурапа çут ĕç тата ăсталăхпа тĕпчев организацийĕ тесе пĕлтерчĕ. Вăл хăйĕн тĕп тĕллевне халăха Тăван çĕршывра тата чикĕ леш енче ÿкернĕ чи лайăх кинокартинăсемпе паллаштарассинче курать.
   
     
Разработка сайта - ООО "Интернет-Сервис"  

Портал Архивы Чувашии Государственный исторический архив ЧР Государстенный архив современной истории ЧР Государственный архив печати ЧР