Новости Фонды Вопрос-ответ Контакты
 

Наш адрес:
Чебоксары,
пр. И. Яковлева, 12 а
тел. (8352) 51-03-93

Часы работы:
Понедельник–пятница с 08:00 до 17:00, суббота и воскресенье - выходной

Подробная информация




Общественное обсуждение материалов для книги о мемориальных объектах и воинских захоронениях на территории Чувашской Республики
Живая память о войне
Народный контроль


Галкин А.В. Республика юбилейне халалланă//Хыпар. 2010. 17 апреля
Кăçал чăваш халăхĕ хăйĕн историйĕн паллă тапхăрне – Чăваш Автономийĕ йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнине – паллă тăвĕ. Çамрăк республикăна 1920 çулсенче аталанма çăмăл пулман, анчах та халăх çĕкленĕвне нимĕнле йывăрлăх та чăрмантарайман. Наци культури çав тапхăрта уйрăмах вайлă аталанма пуçланă. Çапла тума чăваша мĕн хистенĕ-ха? Патшалăхлă, ытти халăхпа пĕр тан пулни.
 
Уявпа çыхăннă мероприятисене тăван тăрăх пирки ÿкернĕ документлă фильмсемпе паллаштарассине те кĕртнĕ. ЧР патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕн фондĕнче чылай вĕсем.
 
Унсăр пуçне ытти мероприяти те иртĕ. Сăмахран, нумаях пулмасть Республика уявне халалланă тĕл пулава асăннă архива Вăрнар район çамрăкĕсем килсе çитрĕç. Ялта ĕçлесе пурăнакансем Чăваш халах артисткипе Маргарита Турингепе, архивăн тĕп сотрудникĕпе Артур Галкинпа, Мускав автоçул институчĕн Атăлçи филиалĕн ĕçченĕпе Артем Михайловпа тĕл пулчĕç.
 
Тавра пĕлÿпе çыхăннă фильмсен программипе архив директорĕн çумĕ Ольга Герасимова паллаштарчĕ. Тавра пĕлÿпе çыхăннă фильмсен фончĕпе усă куракансем питĕ йышлă. Тăван халăхăн наци тата культура пуянлăхĕ упранать-çке унта.
 
Республикăн чĕрĕ кун-çулне сăнланă кадрсемпе киленме те май тупрĕç Вăрнарсем. Тин çеç чăмăртаннă Чăваш Енĕн пĕрремĕш утăмĕсемпе «Страна Чувашская» фильм паллаштарчĕ. Унта хăнасем 1970, 1980 çулсенчи стройкăсене – Шупашкар ГЭСне, трактор заводне – ÿкернĕ киносюжетсем пăхрĕç.
   
     
Разработка сайта - ООО "Интернет-Сервис"  

Портал Архивы Чувашии Государственный исторический архив ЧР Государстенный архив современной истории ЧР Государственный архив печати ЧР